Шăнкăрав çеçки Шăнкăрав çеçки – ман чун уççи. Кăмăллатăп ăна чĕререн. Чун-хавалшăн вĕри вутпуççи, Шăнкăртат эс ялан
Шăнкăрав çеçки – ман чун уççи.
Кăмăллатăп ăна чĕререн.
Чун-хавалшăн вĕри вутпуççи,
Шăнкăртат эс ялан ирсерен.
Чечек çеçки пилĕк çунатлă,
Çеçкин вăйĕ питĕ хăватлă.
Илем кÿрет пĕтĕм таврана.
Парне тăвас тетĕп эп сана.
Тин çуралнă ача куçĕ пек
Çутă сенкер тĕсли пит аван.
Ирхи шурăмпуçа курнă пек
Хĕрсе кайнă туйăмпа савнан.
Шуррисем, таса кăваккисем,
Хĕрлисем, чуна çывăххисем,
Темĕн тĕслĕ çеçке пур кунта,
Хăвăртрах килсемччĕ ман пата.
Виç эрнене унăн илемĕ,
Илем тени вăрах тытăнмасть.
Юратăвăн хĕрÿ хĕлхемĕ
Вут хумасан нумая пымасть.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.